Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Варманхӗрри Чурачӑк

Ҫу уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче пирӗн анлӑ Ҫӗршывӑн кашни кӗтессинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне палли тӑвасси ҫирӗп йӑлана кӗнӗ. Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри ял тӑрӑхӗнче те ҫак уява асӑнса митингсем иртрӗҫ.

Малтанах, вунпӗр сехетре, Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗ варринче вырнаҫнӑ палӑк умӗнче, тепӗр сехетрен Хырхӗрри ялӗнче шкул ачисем, ял-йышсем, ял тӑрӑхӗн администраци ӗҫченӗсем пуҫтарӑнса вӑрҫӑран таврӑнманнисене асӑнчӗҫ. Влаҫ тытӑмӗн ертӳҫисем сӑмах тухса каларӗҫ. Шкул ачисем вӑрҫӑ ҫулӗсенчи юрӑсене янратрӗҫ. Митинга вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра вӑй хунӑ ватӑсем те хутшӑнчӗҫ.

Маларахри вӑхӑтра ҫакӑн пек митингсенче вӑрҫӑ ветеранӗсем хутшӑнса сӑмах калатчӗҫ. Шел пулин те, паянхи куна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсенчен Хырхӗрринче те, кӳршӗри виҫӗ ялта та пӗри те юлман. Сайралансах пыраҫҫӗ ватӑ салтаксен речӗсем...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 29

1848
178
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1903
123
Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та